Юпан 24-мӗшӗнче Чӑваш Республикин президенчӗ 108№ хушу пусса Николай Аверкиевич Исмукова Чӑваш Енӗн халӑх поэчӗ ята панӑ.
Николай Аверкиевич 1942 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Чаплӑ сӑвӑҫ Патӑрьел районне кӗрекен Аслӑ Арапуҫра кун ҫути курнӑ. 1994 ҫулта философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ятне, 1995 ҫулта профессор ятне илнӗ. Професиллӗ ҫыракан ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн пайташӗ. 1993 ҫултанпа Шупашкарти кооператив институчӗн философи кафедрин декан вырӑнӗнче вӑй хурать.
Николай Исмуковӑн тӗп ӗҫӗсем: «Тӑван кӗтес» (1985), «Ҫӗр юрри» (1990), «Ахӑр самана» (1992), «Суйласа илнӗ сӑвӑсем» (1997), «Тӑват йӗркен» (1997), «Тӗнче ытамӗнче» (2003), «Хӗрлӗ пилеш сапаки» (2003), «Хура пилеш сапаки» (2003), «Венок терновый» (2004), «Парӑм» (2005), «Астивсе илмелӗх» (2006).
Эпир те Николай Исмукова ку ята тивӗҫнишӗн саламлатпӑр, ӗҫре ӑнӑҫу сунатпӑр! Пултарулӑх хӗлхемӗ тата та вӑйлӑрах ялкӑшса тӑтӑр!
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |